

Пушкӑрт парламентĕнче ҫырӑвне вуланă май республика Пуҫлӑхӗ влаҫӑн пур ӗҫӗсем те , вӗсем чи кирли – ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатасси ҫине яман пулсан усӑллӑ маррине, тӗрӗс критиклемеллине палӑртнă.
– Ку питӗ ансат япала – тивӗҫлӗ тÿлекен ӗҫ, лайӑх медицина, вӗренӳ, хӑтлӑ хутлӑх, спорт тата культура. Паян республикӑра ҫӗнӗ историйӗнче пуçласа ӗҫсӗрлӗхӗн чи пĕчĕк шайӗ, - палӑртнă Радий Хабиров.
Кунта залра ларакан е мана кашни муниципалитетра итлекен ӗҫтешӗмсемпе ертÿçĕсене яланах асра тытма ыйтатӑп: пирӗн ӗҫре тĕп вырăнта ӗҫ ҫынни пулмалла, пӗтӗмӗшпе илсен, ҫынна хисеплемелле. Кун ҫинчен эпӗ республикӑра ӗҫлеме тытӑннӑранпа калатӑп, - тенӗ Радий Хабиров.
"МГ" информацийĕпе.