Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Общество
17 Декабрӗн 2022, 12:43

Радий Хабиров Дмитрий Губерниева пушкӑртсен наци ҫӗлӗкне парнеленӗ

Дмитрий Губерниев республика Пуҫлӑхне парнешӗн тата ӑшӑ сӑмахсемшӗн тав тунă, ҫав ҫӗлӗкпе биатлон эфирне епле те пулсан ертсе пырăп, тенӗ.

Радий Хабиров Дмитрий Губерниева пушкӑртсен наци ҫӗлӗкне парнеленӗРадий Хабиров Дмитрий Губерниева пушкӑртсен наци ҫӗлӗкне парнеленӗ
Радий Хабиров Дмитрий Губерниева пушкӑртсен наци ҫӗлӗкне парнеленӗ


Республика физкультурӑпа спорт канашӗн ларӑвӗнче Радий Хабиров Раҫҫейри паллӑ спорт комментаторне Дмитрий Губерниева пушкӑрт наци ҫӗлӗкне парнеленӗ.
"Эпир тахҫанах сирӗн ҫине сӑнаса пӑхрӑмӑр, пушкӑрт еннелле туртатӑр-и е ҫук-и, тесе шутларӑмӑр. Ман шутпа, эсир чӑн-чӑн пушкӑрт. Эсир хӑвӑр ӗҫӗн профессионалĕ тата пирӗн Раҫҫей спорчӗн тата пирӗн ҫӗршывӑн чӑн-чӑн патриочӗ. Республика ятĕнчен ҫак парнене - пирӗн пушкӑрт ҫӗлӗкне - йышӑнӑр. Унпа биатлон ертсе пырăр", - тенӗ Радий Хабиров.
Дмитрий Губерниев республика Пуҫлӑхне парнешӗн тата ӑшӑ сӑмахсемшӗн тав тунă, ҫав ҫӗлӗкпе биатлон эфирне епле те пулсан ертсе пырăп, тенӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.

Радий Хабиров Дмитрий Губерниева пушкӑртсен наци ҫӗлӗкне парнеленӗ
Радий Хабиров Дмитрий Губерниева пушкӑртсен наци ҫӗлӗкне парнеленӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас