Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
19 Декабрӗн 2022, 19:41

Радий Хабиров хушнипе Пушкӑртстанри ҫӑмӑллӑх илекенсен списокне СВОна хутшăнакансен ашшӗ-амӑшӗсене кӗртĕç

Халӗ Радий Хабиров хушнипе асӑннӑ ыйтӑва сӳтсе яваҫҫӗ.

Радий Хабиров хушнипе Пушкӑртстанри ҫӑмӑллӑх илекенсен списокне СВОна хутшăнакансен ашшӗ-амӑшӗсене кӗртĕç
Радий Хабиров хушнипе Пушкӑртстанри ҫӑмӑллӑх илекенсен списокне СВОна хутшăнакансен ашшӗ-амӑшӗсене кӗртĕç

Пушкӑртстанра ҫӑмӑллӑхсем, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисен членӗсем пулса, боецсен ашшӗ-амӑшӗсем те илме пултараҫҫӗ. Халӗ Радий Хабиров хушнипе асӑннӑ ыйтӑва сӳтсе яваҫҫӗ. Ҫав хушӑрах "Менеджмент инциденчӗ" системӑна регионта пурӑнакансенчен ашшӗ-амӑшне социаллӑ пулӑшу памалли мерӑсем тӑрӑх ыйтусем килеҫҫӗ ӗнтӗ, правительствăн ЦУР оперативлӑ канашлӑвӗнче республика Пуҫлӑхӗн социаллӑ коммуникацисен управленийӗн ертӳҫи Елена Прочаковская палӑртнӑ. Иртнӗ эрнере социаллӑ пулӑшу ыйтӑвӗсемпе 492 ыйтӑва тивӗҫтернӗ.
"Кунта темиҫе аспект. Эсир ҫӑмӑллӑхсем пама ашшӗ-амӑшӗсене те кӗртмелли ыйтӑва татса патӑр. Халӗ ку процесра", - палӑртнă Елена Прочаковская.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.

Радий Хабиров хушнипе Пушкӑртстанри ҫӑмӑллӑх илекенсен списокне СВОна хутшăнакансен ашшӗ-амӑшӗсене кӗртĕç
Радий Хабиров хушнипе Пушкӑртстанри ҫӑмӑллӑх илекенсен списокне СВОна хутшăнакансен ашшӗ-амӑшӗсене кӗртĕç
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: