Раҫҫей Премьер-министрӗ Михаил Мишустин 2023 ҫулта ӗҫ рынокне пулӑшма 12,8 миллиард ытла тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ постановлени ҫине алӑ пуснӑ. Министрсен кабинечĕн официаллӑ сайтӗнчи информаци тӑрӑх, укҫа-тенке ӗҫ паракансен ӗҫне пулӑшма ярӗҫ.
Пӗрремӗшӗнчен, укҫа-тенкӗ ĕçрен кӑларас хӑрушлӑх умӗнче тӑракан Раҫҫей ҫыннисем валли вӑхӑтлӑха ӗҫлемелли вырӑнсем тума кайӗ. Иккӗмӗшӗнчен, вӗсене ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта регистрациленӗ граждансем валли обществӑлла ӗҫсемшӗн тӳлеме ярĕç. Виҫҫӗмӗшӗнчен, ӗҫрен кӑларас хӑрушлӑх умӗнче тӑракан предприятисен работникӗсене професси пӗлӗвӗ пама укҫа-тенкӗ уйӑрӗҫ.
Ҫавӑн пек ӗҫченсене тата вӗсен ӗҫ вырӑнӗсене пурлӑхпа техника тӗлӗшӗнчен пуянлатассине шута илсе, патшалăх компанисен тӑкакӗсен пӗр пайне ку енӗпе саплаштарӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.