Пушкӑртстанра "Халӑх фрончӗ. Пурте ҫӗнтерӳ валли!" проектӑн регионти пĕрлĕхне предприниматель пӗрлӗхӗн представителӗсем хастар хутшӑнаҫҫӗ.
Пелепей хулинчи "Жилкомсервис" компанин управляющийӗ 12-мӗш гварди инженерӗсен бригадинчи боецсене кирлӗ пулма дизельпе шӑратса сыпмалли агрегат панӑ.
Ҫар чаҫӗн представителӗсем шӑратса сыпмалли агрегат, подразделенин спецификине шута илсе, вӗсене питӗ кирлӗ пулнине палӑртнӑ.
Уфа предпринимателӗ Владимир Евдокименко боецсем валли поход кӑмакисем хатӗрленӗ, вӗсем уй-хир условисенче ӑшӑнма тата апат ӑшӑтма кирлӗ.
Уфари тепӗр предприниматель Вячеслав Кузовкин ҫар ҫыннисен нушисем валли кӑмака-буржуйкăсен партине панă. Тыткаланма ҫӑмӑл пулнипе тата ӑшӑ лайăх тытнине пула тимӗр буржуйкăсем передовойра питӗ кирлӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: ОНФ регионти уйрӑмӗн пресс-служби.