Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
21 Декабрӗн 2022, 15:35

Путин СВОна хутшӑнакансене социаллӑ пулӑшу ыйтӑвӗсемпе тата мобилизаци тĕлĕшпе ӗҫлекен ушкӑн йӗркеленӗ

#владимирпутин

Путин СВОна хутшӑнакансене социаллӑ пулӑшу ыйтӑвӗсемпе тата мобилизаци тĕлĕшпе ӗҫлекен ушкӑн йӗркеленӗПутин СВОна хутшӑнакансене социаллӑ пулӑшу ыйтӑвӗсемпе тата мобилизаци тĕлĕшпе ӗҫлекен ушкӑн йӗркеленӗ
Путин СВОна хутшӑнакансене социаллӑ пулӑшу ыйтӑвӗсемпе тата мобилизаци тĕлĕшпе ӗҫлекен ушкӑн йӗркеленӗ

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин влаҫ органӗсемпе организацисен мобилизаци хатӗрлес, мобилизацилес, социаллӑ тата право хӳтӗлес ыйтусем енӗпе ӗҫлекен ушкӑнне йӗркеленӗ. Тивӗҫлӗ распоряженине ытларикун право информацийӗн официаллӑ порталӗнче пичетлесе кӑларнӑ.
ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, ĕç ушкӑнне парламентарисем, общество деятелӗсемпе журналистсем — пурӗ 31 ҫын кӗнӗ. Ушкӑна Федераци Канашӗн пӗрремӗш зампречӗ Андрей Турчак ертсе пырĕ.
Ушкăна хутшӑнакансем умне тӗллевсем тăратнӑ: мобилизаци ыйтӑвӗсемпе право практикине мониторинг тӑвасси, СВОна хутшăнакансене тата вӗсен ҫемйисене социаллӑ тата право пулӑшӑвӗн мерисене пурнӑҫланине тӗрӗслесси, боецсене пурлӑхпа техника тӗлӗшӗнчен тивӗҫтерессипе тата ҫар комиссариачӗсен ӗҫне лайӑхлатассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене пӑхса тухасси, мобилизаци ыйтӑвӗсемпе ӑнлантару ӗҫне ирттересси.
Ҫавӑн пекех "Раççей ҫар формированийӗсем, органӗсем тата халӑх нушисене тивӗҫтерме кирлӗ продукци туса кӑларас, аталантарас тата упрас ыйтусем енӗпе сӗнӳсем хатӗрлесси" уйрӑм пункт шутланать.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: kremlin.ru.

 

Путин СВОна хутшӑнакансене социаллӑ пулӑшу ыйтӑвӗсемпе тата мобилизаци тĕлĕшпе ӗҫлекен ушкӑн йӗркеленӗ
Путин СВОна хутшӑнакансене социаллӑ пулӑшу ыйтӑвӗсемпе тата мобилизаци тĕлĕшпе ӗҫлекен ушкӑн йӗркеленӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас