РФ Оборона министерствин пуҫлӑхӗ Сергей Шойгу ҫара илмелли ӳсӗме пӗчӗкшерӗн пысӑклатмаллине каланӑ. Ку ыйтӑва паян министерствӑн анлӑ ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Унта РФ Президенчӗ Владимир Путин та тухса калаҫнӑ.
Шойгу ҫара илмелли ӳсӗме 21 ҫула ҫитерме сӗннӗ. Кайри ӳсӗм – 30 ҫул. Службӑна килсен пӗрремӗш кунхинех контракт ҫырма май туса памаллине те каланӑ.
Ҫавӑн пекех министр Раҫҫейри ҫар ҫыннисен йышне 1,5 миллиона ҫитерме сӗннӗ. Вӗсен йышӗнче контрактниксем – 695 пин ҫын таран. 2023 ҫул вӗҫӗччен контрактниксен йышне 521 пин ҫын таран ҫитермелле.
#президент, #тӳре-шара, #хӗсмет
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://ria.ru/20221221/voenno...uzhaschie-1840281224.html