+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пишпÿлек ял совет администрацийӗн 2022 ҫулхи ӗҫ пĕтĕмлетĕвĕсем районти организацисемпе предприятисен ертӳҫисен кашни эрнекунхи канашлӑвӗн тӗп теми пулса тӑнă. Ҫак темӑпа ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Александр Семенов доклад тунă. Кунсӑр пуҫне канашлура ЖКХ тата энергипе тивӗҫтерес сферӑри хальхи лару-тӑрӑва, ҫавӑн пекех криминаллă лару-тӑрӑва пӑхса тухнӑ. Мероприятие вӗҫленӗ чух район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов пухӑннисене ҫитес праҫниксенче пиротехникӑпа усӑ курмасса, перекетленӗ укҫа-тенке СВОна хутшӑнакансен нушисем ҫине яма ыйтнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.