Çутă çул
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
23 Декабрӗн 2022, 12:20

Радий Хабиров муниципалитетсен 2023 ҫулта тумалли тӗп тӗллевĕсене палӑртнӑ

Регион ертӳҫи муниципалитет пуҫлӑхӗсене СВОра пуçне хунă ҫынсен ҫемйисене уйрӑм тимлӗх уйӑрма тата вӗсене кирлӗ пулӑшу пама хушнӑ.

Радий Хабиров муниципалитетсен 2023 ҫулта тумалли тӗп тӗллевĕсене палӑртнӑ
Радий Хабиров муниципалитетсен 2023 ҫулта тумалли тӗп тӗллевĕсене палӑртнӑ

Радий Хабиров регион правительствипе, хуласемпе районсен ертӳҫисемпе канашлу ирттернӗ. Унта 2022 ҫулта муниципалитетсенче социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсене тата 2023 ҫул валли тӗп тӗллевсене сӳтсе явнӑ.
"Иртсе пыракан ҫул ҫав тери кӑткӑс пулчӗ. Пирӗн ятарлӑ ҫар операцийӗпе ҫыхӑннӑ хушма задачӑсем сиксе тухрӗҫ. Эсир вӗсене ҫӗнтеретӗр, уншӑн эпӗ питӗ тав тӑватӑп, - тенӗ Радий Хабиров. – Ҫитес ҫул ӗҫ приоритечӗсен шутӗнче - экономикӑпа социаллӑ сферӑн ҫирӗплӗхне тивӗҫтересси, ҫавӑн пекех пирӗн ҫар ҫыннисемпе вӗсен ҫемйисен членӗсене пулӑшасси".
Регион ертӳҫи муниципалитет пуҫлӑхӗсене СВОра пуçне хунă ҫынсен ҫемйисене уйрӑм тимлӗх уйӑрма тата вӗсене кирлӗ пулӑшу пама хушнӑ.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ ҫӗнӗ ҫул вӑхӑтӗнче ҫын хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсене тимлӗх уйӑрма, хуласемпе районсен ертӳҫисене обществӑлла вырӑнсенче йӗркене тивӗҫтермелли хушма мерӑсем йышӑнма хушнӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Пуҫлӑхӗ.

Радий Хабиров муниципалитетсен 2023 ҫулта тумалли тӗп тӗллевĕсене палӑртнӑ
Радий Хабиров муниципалитетсен 2023 ҫулта тумалли тӗп тӗллевĕсене палӑртнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: