Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
24 Декабрӗн 2022, 15:25

Радий Хабиров ҫамрӑксен политикине пурнӑҫламалли Патшалӑх Совечӗн ларӑвне хутшӑннӑ

Регионта пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 1 288 шкул, 93 колледж тата 27 аслӑ шкул ӗҫлеҫҫӗ. 

Радий Хабиров ҫамрӑксен политикине пурнӑҫламалли Патшалӑх Совечӗн ларӑвне хутшӑннӑ
Радий Хабиров ҫамрӑксен политикине пурнӑҫламалли Патшалӑх Совечӗн ларӑвне хутшӑннӑ

Декабрӗн 22-мӗшӗнче Мускавра Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хальхи условисенче ҫамрӑксен политикине пурнӑҫлас ыйтăва халалланӑ Патшалӑх Думин ларӑвне хутшӑннӑ. Ӑна Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ирттернӗ.
Хӑйӗн сӑмахӗнче патшалӑх Пуҫлӑхӗ Раҫҫей влаҫӗсен тӗллевӗ - ӑрусен тӗп улшӑнӑвне тивӗҫтересси, тесе пӗлтернӗ.
"Ҫамрӑксен проекчӗсене пĕлтерĕшпе тултарни паян уйрӑмах чаплă. Геополитика характерӗллĕ паллӑ пулӑмсемпе ҫыхӑннӑ май ҫамрӑксем информаци атакисен шквалне лекрӗҫ те питӗ начар лару-тӑрӑва тÿссе ирттереççĕ. Ҫак информаци хирӗҫӗвӗ яланах вырӑнлӑ пулнӑ, анчах халӗ уйрӑммӑнах ҫивӗч характер пулса тӑнӑ, - палӑртнă Владимир Путин. — Пирӗн тӗллев — Раҫҫей ҫамрӑкĕсене тӗрӗс пӗлӳ евӗрлӗ ҫирӗп тӗрек парасси тата ҫав шутра Раҫҫей патшалӑхӗн историйӗпе никӗсӗсене халалланӑ уйрӑм академи курсне туса хатӗрлесси тата ӗҫе кӗртесси".
Владимир Путин уйрӑмах волонтер юхӑмӗнче ҫамрӑк Раҫҫей ҫыннисем, уйрӑммӑн илсен, ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче ҫынсене пулӑшакан доброволецсем хутшӑннине палӑртнă.
Палӑртса хӑваратпӑр, Пушкӑрт Республикинче 1,1 млн ытла ҫын пурӑнать, 14 ҫултан пуҫласа 35 ҫула ҫитнисем ҫамрӑксен шутне кӗреҫҫӗ. Ку кӑтартупа республика федераци Атӑлҫи округӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑнать.
Регионта пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 1 288 шкул, 93 колледж тата 27 аслӑ шкул ӗҫлеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ҫамрӑксен политикин 65 учрежденийӗ, 177 ҫамрӑксен центрне, 415 патриот клубсене пӗрлештерекен учреждени ӗҫлет.
"Башинформ" информацийĕпе.

 

Радий Хабиров ҫамрӑксен политикине пурнӑҫламалли Патшалӑх Совечӗн ларӑвне хутшӑннӑ
Радий Хабиров ҫамрӑксен политикине пурнӑҫламалли Патшалӑх Совечӗн ларӑвне хутшӑннӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: