Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
26 Декабрӗн 2022, 09:33

Декабрĕн 25-мĕшĕ - Раççей гимнĕн кунĕ

"Ачалăх навигаторĕсем" проект шайӗнче Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 6а класра "РФ Гимнӗ" темӑпа класс сехечӗ иртнӗ.

Декабрĕн 25-мĕшĕ - Раççей гимнĕн кунĕ
Декабрĕн 25-мĕшĕ - Раççей гимнĕн кунĕ

"Ачалăх навигаторĕсем" проект шайӗнче Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 6а класра "РФ Гимнӗ" темӑпа класс сехечӗ иртнӗ. 2000 ҫулхи декабрӗн 25-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин Федерацин "Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх гимнӗ çинчен" Конституци саккунне алӑ пуснӑ.
2000 ҫулхи декабрӗн 30-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Указӗпе Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх гимнӗн текстне ҫирӗплетнӗ.
Ҫӗнӗ гимн официаллӑ майпа пӗрремӗш хут Кремльти Пысӑк керменре ҫӗнӗ 2001 ҫул ячӗпе янӑранă, 2001 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Президентне Çӗнӗ ҫул ячӗпе чӗнсе каланӑ хыҫҫӑн янӑраса кайнă.
Ҫавӑнтанпа кашни ҫулах декабрӗн 25-мӗшӗнче Пӗтӗм ҫӗршыв Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Гимнӗн кунне паллӑ тӑвать.
#навигаторыдетства
#Росдетцентр
#РДШ
#РДДМ
#НавигаторыДетстваРБ
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри 2-меш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

Декабрĕн 25-мĕшĕ - Раççей гимнĕн кунĕ
Декабрĕн 25-мĕшĕ - Раççей гимнĕн кунĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: