Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
28 Декабрӗн 2022, 21:10

2022 ҫулта Пушкӑртстанри Ситуаци центрне 530 пин ытла хут шӑнкӑравланă

Тĕплĕнрех - сайтра.

2022 ҫулта Пушкӑртстанри Ситуаци центрне 530 пин ытла хут шӑнкӑравланă
2022 ҫулта Пушкӑртстанри Ситуаци центрне 530 пин ытла хут шӑнкӑравланă


2022 ҫулта республика Ситцентрĕ Пушкӑртстанра пурӑнакансенчен 534 240 шӑнкӑрав йышăннă. Службӑна йӗркеленӗренпе вара, 2020 ҫулхи ноябрӗн 16-мӗшӗнчен пуҫласа 2022 ҫулхи декабрӗн 25-мӗшӗччен, служба операторӗсем 874 078 ыйту йышӑннӑ.
2022 ҫулта чи ҫивӗч темӑсем - Донбасран куҫса килнӗ çынсемпе ют ҫӗршывсенчи туристсене пулӑшу, ача-пӑча пособийӗсен тӳлевӗсен ыйтӑвӗсем, уйрӑммӑн мобилизаципе сывлӑх сыхлав темисем.
Аса илтеретпӗр, Пушкӑртстанри Ситцентрӗн телефонӗсем: +7 (347) 218-19-19 тата 122.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров палӑртнӑ тӑрӑх, 122 служба соцсетьсенче ҫырманнисене тата ҫырусем яманнисене шӑнкӑравлама тата вӗсене интереслентерекен ыйту пама май парать. Ку информаци ыйтӑвӗ, врач йышӑнасси е мобилизациленисене пулӑшу парасси пулма пултарать.
Пушкӑртстанра ҫӗнӗ те активлӑ информаци "Объясняем.Башкортостан" соцсетьсенчи страницисенче пичетленсе тухать. 2022 ҫулта кӑна "Объясняем.Башкортостан" 1196 пост пичетлесе кӑларнӑ.
Мобилизаци темипе тата мобилизациленисене пулӑшмалли майсемпе 137 пост пичетленсе тухнӑ. Чи паллӑ публикацисем - пӗр хутчен тӳлемелли тÿлев тата БСТри брифинг ҫинчен, СВОна хутшăнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшмалли майсем ҫинчен. Постсене пӗтӗмӗшле ҫавӑрса илни 150 пин ытла программӑпа танлашнӑ.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.

 

2022 ҫулта Пушкӑртстанри Ситуаци центрне 530 пин ытла хут шӑнкӑравланă
2022 ҫулта Пушкӑртстанри Ситуаци центрне 530 пин ытла хут шӑнкӑравланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: