-7 °С
Пӗлӗтлӗ
Ҫынсене сӑмахпа мар, ӗҫпе пулӑшма Пушкӑрт шӑратса сыпас-монтажпа промышленноҫ производствин колледжӗн студенчӗсем йышӑннӑ. Кӑмакисене ӑшӑ упракан металран тунӑ. Ҫакӑн пек буржуйка пулӑшнипе пӳрте ӑшӑтма, апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме, тумтирсене типӗтме пулать.
Кӑмакасемпе пӗрле зонӑна студентсемпе педагогсенчен ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламланӑ виҫкӗтеслӗ ҫырусем те каяҫҫӗ. Боецсем хушшинче колледжран вӗренсе тухнисем те пур вӗт. Ҫӗнӗ ҫулта сунни пĕртен-пӗрре - пурте ҫӗнтерӳпе чӗрӗ те тӗрӗс-тӗкел таврӑнччӑр.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.