

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин професси уявӗпе ― Çӑлавҫӑсен кунӗпе ― Раҫҫей МЧС личнӑй составӗпе ветеранӗсене саламланă. Видео калаçуне Кремль ытларикун, декабрӗн 27-мӗшӗнче пичетлесе кӑларнӑ.
"МЧС специалисчӗсем стихие хирӗҫ тӑраҫҫӗ, техногенлă аварисем хыççăнхи палăрăмсене пӗтереҫҫӗ, пушарсемпе кӗрешеҫҫӗ, ҫав хушӑрах лайӑх хатӗрленнине, хӑюлӑх, хастарлӑх кӑтартаҫҫӗ, чи йывӑр та хӑрушӑ условисенче хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫлама хатӗр, инкеке лекнисене пурне те хӑвӑрт пулӑшма хатӗр", - тенӗ публикацире.
Раҫҫей лидерӗ Раҫҫейӗн ҫӗнӗ регионӗсенче — Донецкпа Луганск халӑх республикисенче, Запорожьепе Херсон облаҫӗсенче пурӑнакансене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерессишӗн пысӑк тӳпе хывнӑшӑн МЧС личнӑй составне уйрӑмах палӑртнă тата тав тунă. Сӑмах гуманитари çăкӗсем илсе килесси, территорисене минӑсенчен тасатасси тата аварипе юсав ӗҫӗсене туса ирттерес ӗҫе хутшӑнасси ҫинчен пырать.
Раҫҫей лидерӗ ҫӑлавçăсене ҫитӗнӳсемпе сывлӑх суннă, ҫавӑн пекех ҫитес Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламланă.
"Известия" хаçатăн социаллă сетьри страницинчен.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Известия/Андрей Эрштрем.