Ҫӗнӗ ҫул уявӗсенче январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 8-мӗшӗччен саккун тӑрӑх ӗҫ укҫи пысӑкрах тӳленет, ытларикун Рострудӑн Telegram-каналӗнче пӗлтернӗ.
"2023 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 8-мӗшӗччен — канмалли кунсем. Ӗҫ кодексӗпе ҫакӑн пек кунсенче ӗҫлекенсене ӗҫ укҫине ӳстермелли гарантисем палӑртнӑ. Оклад илекен работниксене — икӗ виҫерен кая мар. Сдельщиксемшӗн — икӗ сдельнӑй хакпа хакланинчен кая мар. Тарифсемпе тӳлекен работниксемшӗн — икӗ тариф ставкинчен кая мар", - тенӗ пӗлтерӳре.
Ҫавӑн пекех ведомствӑра ӗҫленӗшӗн ӗҫ кунӗ ячӗпе ӑна тепӗр кун кану пама пултарнине аса илтернĕ. Кун пек чухне ӗҫ ҫав кун пӗр виҫепе тӳленет, кану кунне тӳлеме юрамасть.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.