+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Сургутри ачасем чӑваш халӑх эткерлӗхен ӑша хываҫҫӗ. Ханты-Мансы автономи округӗнче пурӑнакан маттур чӑвашсем ҫинчен Телеграмри чӑвашла каналсенчен пӗринче пӗлтернӗ.
Унта хыпарланӑ тӑрӑх, «Туслӑх» общество организацийӗнче «Чӑваш тӑрӑхӗн эткерлӗхӗ» студи ӗҫлет. Унта ҫӳрекен ачасен йышӗ ӳссех пырать-мӗн. Нумаях пулмасть студие 19-мӗш шкулта вӗренекенсем пухӑннӑ. Вӗсем тӑмран матрёшка ӑсталанӑ. Вырӑссен йывӑсран касса хатӗрленӗ ҫав теттене Сургутри ачасем чӑвашлатнӑ — матрёшкӑна чӑвашла эрешсемпе капӑрлатнӑ.
#йӑхташсем, #эткерлӗх, #пултарулӑх, #чӑвашсем, #чӑвашлӑх, #Сургут, #ачасем
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/4336