Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
29 Декабрӗн 2022, 21:47

Пушкӑрт ГИБДД пуҫлӑхӗ автоинспекторсен ырӑ ӗҫӗсем ҫинчен каласа панă

Полици сотрудникӗсем мӗн май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшĕç, кирлӗ пулсан техника е эвакуаци службине чӗнме пулӑшӗҫ.

Пушкӑрт ГИБДД пуҫлӑхӗ автоинспекторсен ырӑ ӗҫӗсем ҫинчен каласа панă
Пушкӑрт ГИБДД пуҫлӑхӗ автоинспекторсен ырӑ ӗҫӗсем ҫинчен каласа панă

Пушкӑртстанра Иглин район тӑрӑхĕнчи Раҫҫей МВД пайӗн ОГИБДД ӗҫченӗсем полици капитанӗ Максим Ковригапа полицин аслӑ лейтенанчӗ Радик Гилязов иртнĕ канмалли кунсенче М-5 «Урал» федераци автоҫулӗнче службӑра тӑнӑ чухне АЗС территорийӗнчен тухнӑ чухне фурӑна асӑрханӑ, унӑн водителӗ "юр капкӑнӗнчен" ҫанталӑк условийӗсене пула хӑй тӗллӗн тухма пултарайман.
ДПС сотрудникӗсем ҫула май тиев автомобильне чарнă, трос пулӑшнипе полицейскисем водителе юрлӑ ҫул хӗрринчен тухма пулӑшнă. Ҫавӑн пек пулӑшу тата пилӗк автолюбителе кирлӗ пулнӑ.
Ведомство начальникӗ ҫул ҫинчи йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсем талӑкӗпех "112" телефонпа пулӑшу ыйтма пултарнине аса илтернӗ. Полици сотрудникӗсем мӗн май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшĕç, кирлӗ пулсан техника е эвакуаци службине чӗнме пулӑшӗҫ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР ГИБДД.

Пушкӑрт ГИБДД пуҫлӑхӗ автоинспекторсен ырӑ ӗҫӗсем ҫинчен каласа панă
Пушкӑрт ГИБДД пуҫлӑхӗ автоинспекторсен ырӑ ӗҫӗсем ҫинчен каласа панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: