Çутă çул
-1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
1 Кӑрлач 2023, 18:47

Радий Хабиров Пушкӑртстан ҫыннисене Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламланӑ

Тĕплĕнрех - сайтра.

Радий Хабиров Пушкӑртстан ҫыннисене Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламланӑ
Радий Хабиров Пушкӑртстан ҫыннисене Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламланӑ

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Çӗнӗ ҫул ячӗпе саламланӑ май 2022 ҫул ӑраскаллӑ улшӑнусемпе ансат мар тӗрӗслевсем илсе килнине, ҫав вӑхӑтрах ҫӗршывшӑн, пирӗн халӑхпа пирӗн Президентшӑн мӑнаҫланнине палӑртнă. Радий Хабиров 2022 ҫул пире тата ҫирӗпрех пӗтӗҫтернине, тата вӑйлӑрах тунине палӑртнă.
Хабиров врачсемпе медсестрасене, гуманитари конвойӗсен водителӗсене, предпринимательсене, Донбасра шкулсемпе ача сачӗсене, больницӑсемпе ҫулсене юсакан строительсене тав тунă. Ҫавӑн пекех Радий Фаритович фронта кирлӗ продукци кӑларакан ӗҫченсене, "шаймуратовецсене" тата волонтерсене тав тунӑ.
- Сирӗнтен кашниех ҫӗнтерӗве пысӑк тӳпе хывать, - палӑртнă Хабиров.
Республика ертӳҫи 2023 ҫул пирӗн ҫитӗнӳсен, пирӗн ҫӗнтерӳ ҫулӗн, пирӗн пӗчӗк Тӑван çӗршывшӑн тата пысӑк Раҫҫейшӗн усӑллӑ ӗҫсен ҫулталӑкӗ пуласса шанать.
"МГ" информацийĕпе.

Радий Хабиров Пушкӑртстан ҫыннисене Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламланӑ
Радий Хабиров Пушкӑртстан ҫыннисене Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: