Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
2 Кӑрлач 2023, 19:40

Пушкӑртстанра пурӑнакансем ҫинче федераци ҫӗнӗ саккунӗсем мӗнле витĕм кÿрӗҫ?

Вӗсем экономикӑпа уйрӑм бизнесӑн тӗрлӗ отраслӗсенче те, уйрӑм граждансен пурнӑҫӗнче те палӑрӗҫ.

Пушкӑртстанра пурӑнакансем ҫинче федераци ҫӗнӗ саккунӗсем мӗнле витĕм кÿрӗҫ?
Пушкӑртстанра пурӑнакансем ҫинче федераци ҫӗнӗ саккунӗсем мӗнле витĕм кÿрӗҫ?

Январь уйӑхӗнче федерацин ҫӗнӗ законӗсем вӑя кӗреҫҫӗ. Вӗсем экономикӑпа уйрӑм бизнесӑн тӗрлӗ отраслӗсенче те, уйрӑм граждансен пурнӑҫӗнче те палӑрӗҫ.
- Ӗҫлемен пенсионерсен страхлав пенсийӗсене 4,8 процента индексациленӗ. Хушма пулăшу Раҫҫейри 30,3 миллион пенсионер илӗ.
- МРОТ 6,3 процента, 2022 ҫул шайӗпе танлаштарсан, 16 242 тенкӗ таран ӳснӗ. МРОТ хыҫҫӑн ытти тӳлевсемпе пособисем, ҫав шутра больничнăй тата ача ҫуратнӑ чухне пӗр хутчен паракан пособисем те ӳсĕç.
- Сахал тупӑшлӑ йывăрлă хӗрарӑмсемпе ашшӗ- амӑшӗсем ача 17 ҫула ҫитиччен универсальлĕ пособи илме пултараҫҫӗ - вӑл паян ӗҫлекен ултӑ тӳлев вырӑнне пулать. Универсаллӑ пособие йӗркелеме патшалӑх служин порталӗнче е МФЦ-ра, е социаллӑ страховани фончӗ урлӑ хушма справкӑсӑр пӗр заявлени памалла.
- Ҫывӑх тӑвансем е саккунлӑ представительсем хушма медицина кӑтартӑвӗсӗр стационарта ҫул ҫитмен ачапа, инвалид-ачасемпе пӗрле тӳлевсӗр пулма пултараҫҫӗ.
- Вӗренӳ ҫинчен калакан саккунра "тӗслӗх программӑсене" обязательнӑй тăвĕç Çутĕç министерстви улӑштарнӑ тата шкул вӗренӗвӗн калӑпӑшӗн тата усрамалли никӗс шайне палӑртать. Вӗренӳ организацийӗсем темиҫе предметпа федерацин пӗрлехи ӗҫ программисемпе усӑ курмалла, вырӑс чӗлхине, литературине, историне, обществознание, географине тата ОБЖ кӗртмелле.
- Пенси тата социаллӑ страховани фончĕсене пӗрлештернӗ фонд ӗҫлеме пуҫланă. Ку граждансене социаллӑ тӳлевсем илме ансатрах – вӗсене хӑйсем тӗллӗнех е пӗр заявлени тӑрӑх палӑртаҫҫӗ.
- Туслӑ мар патшалӑхсен санкцийӗсемпе ҫыхӑннӑ бизнес пулӑшӑвӗн 40 ытла мерине 2023 ҫул вӗҫлениччен тӑснӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.

 

Пушкӑртстанра пурӑнакансем ҫинче федераци ҫӗнӗ саккунӗсем мӗнле витĕм кÿрӗҫ?
Пушкӑртстанра пурӑнакансем ҫинче федераци ҫӗнӗ саккунӗсем мӗнле витĕм кÿрӗҫ?
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: