

Кăштах кулăш
«Хаклă Хӗл Мучи! Пӗлтӗр Çӗнӗ çулта эпӗ санран каччă ыйтрăм. Илсе кай тархасшăн çав кутăн качакана, мана мандарин парсан та юрать...»
* * *
Январӗн 1-мӗшӗ, ирхине. Сасартăк ача пӳлӗмӗнчен:
– Анне! Эс мана Хӗл Мучи сӗтел çинче вылямалли футбол парнелет тесе шантартăн вӗт-ха! Ёлка айӗнче вара нимӗн те çук!.. – тесе кăшкăрни илтӗнет.
– Ан кăшкăр-ха, сана пула гол кӗрттертӗм ав, – хуравлать амăшӗ.
* * *
2058 çул, декабрь.
– Эп çамрăк чух Çӗнӗ çул вăхăтӗнче пур çӗрте те юр выртатчӗ, – тет Кукша Кӗркури.
– Анне, асаттене таблетка пар-ха, каллех аташать, – тет мăнукӗ.
* * *
Çӗнӗ çул.
– Аван-и, Ахванеç!
– Аван-ха, Иван Иванович!
– Тупмалли юмахăн тупсăмне туп-ха: ӗçмест, туртмасть, Çӗнӗ çулта дежурствăна килет!
– Э-э-э... Мӗн тесшӗн эсир капла?..
http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/xakla-xl-muci-pltr-cn-culta-ep-sanran-kacca-yitram