Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
5 Кӑрлач 2023, 14:24

Уфара пӗр талӑк хушшинче водительсем 400 ытла çул-йĕр правилисене пӑснӑ

Машинӑпа ӳсӗрле çÿренĕшĕн сакăр водителе тытса чарнӑ.

Уфара пӗр талӑк хушшинче водительсем  400 ытла çул-йĕр правилисене пӑснӑ
Уфара пӗр талӑк хушшинче водительсем 400 ытла çул-йĕр правилисене пӑснӑ

Уфа территорийӗнче иртнӗ талӑкра патшалӑх инспекцийӗн ӗҫченӗсем ҫул-йӗрпе транспорт инкекӗсене 88 хут регистрациленӗ, пӗр аваринче пӗр ҫын инкек курнӑ.
Ведомство пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул-йӗр правилисене 429 хут пӑснӑ. Вӗсен хушшинче хӑрушсӑрлӑх чӗн пиҫиххийӗпе усӑ курмалли правилӑсене 140 хут пӑснă; 15 хут - ҫуран ҫынсене ҫул памалли требованисене пурнӑҫламанни; 18 хут - ҫул паллисем, разметкӑсем ыйтнине пӑхӑнманни; 18 хут - пассажир ачасене турттармалли правилӑсене пӑсни.
30 ҫуран ҫынна ПДД требованийӗсене пӑснӑшӑн явап тыттарнӑ. Ҫавӑн пекех машинӑпа ӳсӗрле çÿренĕшĕн сакăр водителе тытса чарнӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Ксения Калинина.

 

Уфара пӗр талӑк хушшинче водительсем  400 ытла çул-йĕр правилисене пӑснӑ
Уфара пӗр талӑк хушшинче водительсем 400 ытла çул-йĕр правилисене пӑснӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: