Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
11 Кӑрлач 2023, 20:43

Пушкӑрт ҫынни пиллӗкмӗш хут руль умне ӳсӗр ларса лекнӗ, ӑна тӗрме тата автомобиле конфискацилесси кӗтет

Тĕплĕнрех - сайтра.

Пушкӑртстанри Дуван районӗнче пурӑнакан ҫын темиҫе хутчен ӳсӗрле руль умне ларнăшăн тӗрмене ларӗ. ПР ГИБДД пресс-службин информацийӗ тӑрӑх, ку 31 ҫулти арҫын шутӗнче ҫакӑн пек правăна пӑсни пиллӗкмӗш ӗнтӗ.
Пӗлтӗр октябрь уйӑхӗнче Дуван районӗнчи Месягутово ялӗнче пурӑнакан, тӑваттӑмĕш хут транспорт хатӗрне ÿсĕрле тытса пынӑшӑн суд тунӑ хыҫҫӑн, самаях ӗҫнӗ хыҫҫӑн каллех руль умне ларнă. 31 ҫулти водителе ВАЗ-2109 автомобильпе патшалӑх инспекцийӗн сотрудникӗсем тытса чарнӑ. Медицина свидетельствине ирттерме арҫын килӗшмен.
Раҫҫей МВД Дуван районӗнчи пайӗпе йĕркене сĕмсĕррĕн пӑсакан тӗлӗшпе РФ УК 264.1 ст. 2 пайĕнче пӑхса хӑварнӑ преступлени паллисем енӗпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ (тепӗр хут руль умне ӳсӗрле ларни).
Ӗнер Салават районĕнчи суд уголовнӑй ӗҫ пирки приговор йышӑннӑ. Айӑпланакан ҫын айӑпне йышӑннӑ. ПР прокуратура пулӑшнипе Суд ӑна пӗтӗмӗшле режим колонийӗнче наказани памасӑр 10 уйӑха яхӑн наказани панӑ, транспорт хатӗрӗсене тытса пырассипе, 6 ҫуллӑх срокпа ҫыхӑннӑ ӗҫе тума правасӑр хӑварнӑ, ҫавӑн пекех автомобильне конфискациленӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.

Пушкӑрт ҫынни пиллӗкмӗш хут  руль умне ӳсӗр ларса лекнӗ, ӑна тӗрме тата автомобиле конфискацилесси кӗтет
Пушкӑрт ҫынни пиллӗкмӗш хут руль умне ӳсӗр ларса лекнӗ, ӑна тӗрме тата автомобиле конфискацилесси кӗтет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: