Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Общество
11 Кӑрлач 2023, 04:55

Владимир Путин хаксене тӗрӗслев уйрӑмах пулмалла тенӗ

#владимирпутин

Владимир Путин хаксене  тӗрӗслев уйрӑмах пулмалла тенӗВладимир Путин хаксене  тӗрӗслев уйрӑмах пулмалла тенӗ
Владимир Путин хаксене тӗрӗслев уйрӑмах пулмалла тенӗ

#владимирпутин
Федерацин антимонополи службин пуҫлӑхӗпе Максим Шаскольскипе тӗл пулнӑ чухне Владимир Путин Федерацин антимонополи службин задачӑсем нумай, вӗсенчен пӗри — хаксене тӗрӗслесе тӑрасси, тесе пӗлтернӗ.
"Халӗ ку уйрӑмах кирлӗ. Чӑн та, хальхи вӑхӑтра эпир инфляцие те палӑртнӑ шайра тытатпӑр, вӑл пирӗн чакать" , - тенӗ Раҫҫей Президенчӗ.
Шаскольский патшалӑх пуҫлӑхне социаллӑ пӗлтерӗшлӗ таварсен хакӗсене, ҫав шутра апат-ҫимӗҫпе эмел хакӗсене йӗркелесси ҫинчен каласа панӑ.
"Эпир ӗҫлетпĕр, ҫавна май федерацин суту-илӳ сечӗсенче социаллӑ пӗлтерӗшлӗ апат-ҫимӗҫ таварӗсене хаклас ӗҫе 22 пуҫласа 5,5 процент таран чакарчӗҫ. Ҫакӑн пек яваплӑ хаклава регионти 79 суту-илӳ сечĕ ырланӑ. Кунсӑр пуҫне тата ҫакӑн пек категорисенче ҫӑкӑр, сӗт, сахӑр, борщ пуххисем, федераци суту-илӳ сечӗсем кашни категоринчех чи кирлӗ тавара пилӗк процентран кая мар хаклама тивӗҫ пулнӑ. Эпӗ каланӑ тӑрӑх, пирӗн эмел препарачӗсемпе те ӗҫлеҫҫӗ. Пурнӑҫри чи кирлӗ, чи пӗлтерӗшлӗ эмел препарачӗсен переченĕ пур, ҫав препаратсемпе эпир 14 пин хака пӑхса тухрӑмӑр, вӗсенчен ҫичӗ пинне вӑтамран 35 процента чакарнӑ", - тенӗ Федерацин антимонополи службин пуҫлӑхӗ.
Строительство материалӗсемпе ҫыхӑннӑ лару-тӑру пирки те вӑл уйрӑм чарӑнса тӑнă, йышӑннӑ мерӑсене пула вӗсен хакӗсем халӗ чакнине палӑртнă.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Раҫҫей Президенчӗн сайчӗ.

Владимир Путин хаксене  тӗрӗслев уйрӑмах пулмалла тенӗ
Владимир Путин хаксене тӗрӗслев уйрӑмах пулмалла тенӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас