Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Сывлӑха ҫирӗплетĕр Пишпÿлекре хӑвӑрт шахмат ӑмӑртӑвӗ иртнĕШкул ачисем пушар чаçĕнче экскурсинче пулнăПушкӑрт ҫыннисене "ПрофФест"-2025 ваканси ярмăрккине чӗнеҫҫӗ"Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!» профилактика акцийӗ иртнĕЛюбимова музейсемпе библиотекӑсене модернизацилени çинчен Путина пӗлтернӗИнструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклă
Пур хыпар та
10
Общество
12 Кӑрлач 2023, 13:00

Пушкӑрт ҫыннисем муниципалитетсен ӗҫ тухӑҫлӑхне 2023 ҫул тӑршшӗпе интернет урлӑ хаклама пултараҫҫӗ

Интернет-ыйтӑма муниципалитет пӗрлӗхӗсен официаллӑ сайчӗсемпе усӑ курса "Пушкӑрт Республикин сасси" порталта ирттереҫҫӗ.

Пушкӑрт ҫыннисем муниципалитетсен ӗҫ тухӑҫлӑхне  2023 ҫул тӑршшӗпе интернет урлӑ хаклама пултараҫҫӗ
Пушкӑрт ҫыннисем муниципалитетсен ӗҫ тухӑҫлӑхне 2023 ҫул тӑршшӗпе интернет урлӑ хаклама пултараҫҫӗ

Пушкӑрт районӗсемпе хулисенче пурӑнакансем 2023 ҫул тăршшĕпе, январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа декабрӗн 31-мӗшӗччен, администрацисен, ҫавӑн пекех халӑха пулӑшу паракан патшалӑх тата муниципалитет организацийӗсен ӗҫ тухăçлăхне хаклама пултараҫҫӗ.
Интернет-ыйтӑма муниципалитет пӗрлӗхӗсен официаллӑ сайчӗсемпе усӑ курса "Пушкӑрт Республикин сасси" порталта ирттереҫҫӗ. Унта кашни ҫын, ҫак порталта регистрациленӗ процедура витӗр тухнӑскер, хутшӑнма пултарать. Ҫакна тума компьютер е интернетпа усӑ курмалли кирек мӗнле мобильлĕ хатӗр те ҫителӗклӗ.
Халӑх ыйтӑмне Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗпе Пушкӑрт Республикин Пуҫлӑхӗн вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ӗҫ-хӗл тухӑҫлӑхне ӳстермелли указӗсене пурнӑҫлас тĕллевпе ирттереҫҫӗ, пӗлтернӗ ПР правительствин пресс-службинче.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Ксения Калинина.

Пушкӑрт ҫыннисем муниципалитетсен ӗҫ тухӑҫлӑхне  2023 ҫул тӑршшӗпе интернет урлӑ хаклама пултараҫҫӗ
Пушкӑрт ҫыннисем муниципалитетсен ӗҫ тухӑҫлӑхне 2023 ҫул тӑршшӗпе интернет урлӑ хаклама пултараҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: