Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
12 Кӑрлач 2023, 12:05

Тусем, пулӑ тытасси, тискер кайӑк сукмакӗсем: хӗлле туристсене Пушкӑртстанри ҫутҫанталӑк паркӗсем мӗнпе илӗртеҫҫӗ?

Хӗллехи каникулсенче "Иремель" ҫутҫанталӑк паркӗ чи палли пулнă, пӗр эрне хушшинче ӑна 1080 турист пырса курнă

Тусем, пулӑ тытасси, тискер кайӑк сукмакӗсем: хӗлле туристсене Пушкӑртстанри ҫутҫанталӑк паркӗсем мӗнпе илӗртеҫҫӗ?
Тусем, пулӑ тытасси, тискер кайӑк сукмакӗсем: хӗлле туристсене Пушкӑртстанри ҫутҫанталӑк паркӗсем мӗнпе илӗртеҫҫӗ?

Хӗлпе шартлама сивӗсем – пушкӑртсен илемлӗ ҫутҫанталӑкӗпе тӗл пулассинчен пӑрӑнма сӑлтав мар. Ҫӗнӗ ҫул каникулӗнче те 2 пин ҫынна яхӑн турист заповедник территорисене ҫӳреме кӑмӑлланӑ. "Башинформ" пӗлнӗ тӑрӑх, унта чӑнах та мӗн те пулин курма пулать.
Кашни ҫул январӗн 11-мӗшӗнче Раҫҫейре заповедниксемпе наци паркӗсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак уйрӑм сыхлакан ҫутҫанталӑк территорийӗсене ҫутҫанталӑкӑн тӗрлӗ флорин тата фаунин уйрӑм кӗтесӗсене упрама йӗркеленӗ. Асӑннӑ куна 1997 ҫултанпа паллӑ тӑваҫҫӗ, ăна Раҫҫейре баргузин собольне тата Байкал ҫинчи ытти чӗрчунсене упраса хӑварма кирлӗ пӗрремӗш патшалӑх заповедникне – Баргузинскине туса хунӑ ятпа палӑртнӑ. Халӗ Раҫҫейре федераци, регион тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ҫутҫанталӑк территорийӗсем 13 пине яхӑн шутланаҫҫӗ. Пушкӑрт Республикинче вӗсем 214, пиллĕкĕшĕн федераци пӗлтерӗшлӗ ҫут ҫанталӑк территорийӗсен уйрӑм сыхлав статусӗ пур.
Туристсене илĕртекен пушкӑрт ҫутҫанталӑк паркӗсем чи паллӑ вырӑн йышӑнса тӑраҫҫӗ пулӗ. ПР уйрӑм сыхлакан ҫутҫанталӑк территорийӗсен дирекцийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫӗнӗ ҫул каникулӗнче республикӑри ҫутҫанталӑк паркӗсенче 1879 турист пулнӑ. Хӗллехи каникулсенче "Иремель" ҫутҫанталӑк паркӗ чи палли пулнă, пӗр эрне хушшинче ӑна 1080 турист пырса курнă. Иккӗмӗшӗ "Мурадым ту хушӑкӗ" ҫутҫанталӑк паркӗ пулса тӑнӑ, унта 388 ҫын пулнӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР уйрӑм сыхлакан ҫутҫанталӑк территорийӗсен дирекцийӗ.

 

Тусем, пулӑ тытасси, тискер кайӑк сукмакӗсем: хӗлле туристсене Пушкӑртстанри ҫутҫанталӑк паркӗсем мӗнпе илӗртеҫҫӗ?
Тусем, пулӑ тытасси, тискер кайӑк сукмакӗсем: хӗлле туристсене Пушкӑртстанри ҫутҫанталӑк паркӗсем мӗнпе илӗртеҫҫӗ?
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: