Çутă çул
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
13 Кӑрлач 2023, 12:15

Машина хуҫисене ҫӗнӗ госпошлинăсем кӗртесси ҫинчен асӑрхаттарнӑ

Кӑҫалхи январӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ тивӗҫлӗ саккуна Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.  

Машина хуҫисене ҫӗнӗ госпошлинăсем кӗртесси ҫинчен асӑрхаттарнӑМашина хуҫисене ҫӗнӗ госпошлинăсем кӗртесси ҫинчен асӑрхаттарнӑ
Машина хуҫисене ҫӗнӗ госпошлинăсем кӗртесси ҫинчен асӑрхаттарнӑ


"Объясняем. Башкортостан" телеграм-канал информацийӗпе, 2023 ҫулхи январĕн 1-мӗшӗнчен пуҫласа машина хуçисем валли ҫӗнӗ госпошлинăсем йӗркеленӗ.
Ҫапла, эксплуатаци тӑвакан машинӑн конструкцине улӑштарма ирӗк панӑшӑн халӗ 1000 тенкӗ тӳлемелле пулать. Хӑрушӑ çăксене турттарма ирӗк пани ҫинчен свидетельство панӑшӑн - 1500 тенкӗ, ҫавӑн пек свидетельствӑна тăснăшăн - 1000 тенкӗ тата улӑштарнӑ конструкциллӗ автомобиль хӑрушсӑрлӑхӗ ҫинчен свидетельство панӑшӑн - 1500 тенкӗ.
Кӑҫалхи январӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ тивӗҫлӗ саккуна Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Ксения Калинина.

 

Машина хуҫисене ҫӗнӗ госпошлинăсем кӗртесси ҫинчен асӑрхаттарнӑ
Машина хуҫисене ҫӗнӗ госпошлинăсем кӗртесси ҫинчен асӑрхаттарнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас