Пушкӑртстанри патшалӑх автоинспекцийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Севастьянов январӗн 17-мӗшӗнче хӑйӗн телеграм-каналӗнче Уфари автошкул ӗҫне чарса лартни ҫинчен пӗлтернӗ.
"ПР МВД патшалӑх автоинспекцийӗн МРЭО сотрудникӗсем автошкулсен вӗренӳпе пурлăх базин лару-тӑрӑвне яланхи йӗркепе тӗрӗслеҫҫӗ. Кунта вӗренӳ машинин паркӗ те кӗрет. Асӑрхаттарусене тупсан автошкул ӗҫӗнче ҫитменлӗхсене тӳрлетме 15 кун срок параҫҫӗ", - палӑртнӑ ведомство ертӳҫи.
Ӗнер республика патшалӑх автоинспекцийӗн МРЭО площадкинче вӗренӳ автотранспортне парассипе ҫыхӑннӑ ҫитменлӗхсене маларах тупса палӑртнӑ виҫӗ автошкула тӗрӗсленӗ. Çитменлĕхе пĕтермесен сотрудниксем ирӗк памасӑр ултă уйӑхлӑха автошкул ӗҫне чарса лартма пултараҫҫӗ.
"Кӑҫалхи тӗрӗслев пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх виҫӗ автошкултан пӗри хӑйӗн ҫитменлӗхӗсене пӗтермен, унӑн ӗҫне чарса лартнӑ", — тенӗ Владимир Севастьянов.
Республикӑри тӗп патшалăх автоинспекторӗ пулас водительсене вӗрентес ӗҫе пахалӑхлӑ йӗркелеме пулӑшасса шанать.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР ГИБДД стоп-видео кадрĕ.