+4 °С
Пӗлӗтлӗ
2023 ҫулта Пушкӑрт Ĕç министерстви ӗҫсӗрлӗхпе кӗрешме федераци бюджетӗнчен 1,4 миллиард тенкӗ илме палӑртать. Кун пирки январӗн 16-мӗшӗнче ПР ЦУРти правительствăн оперативлӑ канашлӑвӗнче республикӑри ҫемье, ӗҫ тата халӑхăн социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Ленара Иванова пӗлтернӗ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, укҫа-тенкӗ ӗҫ паракансене конкретлӑ пулӑшу мерисене пурнӑҫлама ярӗҫ. Ҫакӑ граждансен ӗҫне професси хӑнӑхӑвӗсене хатӗрлеме тата алла илме пулӑшнипе, вӑхӑтлӑх ӗҫ вырăнĕ йӗркелеме, общество ӗҫне хутшӑнма тата ыттисене те упраса хӑварни.
"Башинформ" информацийĕпе.