Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Общество
17 Кӑрлач 2023, 06:05

Путин Новосибирск облаҫӗн губернаторĕпе Травниковпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ

#владимирпутин

Путин Новосибирск облаҫӗн губернаторĕпе Травниковпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗПутин Новосибирск облаҫӗн губернаторĕпе Травниковпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ
Путин Новосибирск облаҫӗн губернаторĕпе Травниковпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ


#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин вырсарникун, январӗн 16-мӗшӗнче, Новосибирск облаҫӗн губернаторĕпе Андрей Травниковпа видеоҫыхӑнупа тӗлпулу ирттернӗ.
Травников патшалӑх Пуҫлӑхӗпе регионта пурнӑҫлакан тӗрлӗ проекта, ҫав шутра Новосибирскри "2.0 Академгородок" наука центрне аталантармалли программӑна тата Новосибирск патшалӑх университечӗн кампусне тӑвассине сӳтсе явнӑ, ҫавӑн пекех облаҫра мобилизациленӗ ҫынсене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшу парасси ҫинчен пӗлтернӗ.
Раҫҫей Президенчӗ Новосибирск облаҫне нумай енлӗ регионсен хушшинче лидер тесе палӑртнӑ.
"Пур параметрсем те питӗ тивӗҫлӗ, лайӑх", - палӑртнă Путин.
Травников та, хӑй енчен, юлашки пилӗк ҫул тăршшĕнче область социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн пысӑк хӑвӑртлӑхӗсене пулӑшнине, тӗп кӑтартусем тӑрӑх Раҫҫейри вӑтам цифрӑсенчен икӗ е ытларах хут пысӑкрах пулнине ҫирӗплетсе панӑ.
"Известия" хаçатăн социаллă сетьри страницинчен.
Сӑнӳкерчӗкĕ: РФ Президенчӗн официаллӑ сайчӗ.

 

 

Путин Новосибирск облаҫӗн губернаторĕпе Травниковпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ
Путин Новосибирск облаҫӗн губернаторĕпе Травниковпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас