Раҫҫейӗн Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен шучӗ 1,5 миллион ҫар служащийĕ ҫити ӳсӗ, - пӗлтернӗ ҫӗршыв оборона министрӗ Сергей Шойгу. Аса илтеретпӗр, ҫак йышӑнӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин йышӑннӑ.
Шойгу палӑртнӑ тӑрӑх, ҫар компоненчӗсен тӗп тытӑмӗсене вӑйлатни патшалӑхӑн ҫар хӑрушсӑрлӑхне гарантиленӗ пек тивӗҫтерме, ҫавӑн пекех ҫӗнӗ субъектсем тата критикӑллӑ пысӑк объектсем хӳтӗлеме май парать.
ВС составĕн масштаблӑ улшӑнӑвӗсене пурне те 2023-2026 ҫул хушшинче ирттерĕç. РФ Оборона министерствин пуҫлӑхӗ пӗтӗм тӗнчери стратегилле пӗрлешӳсем — Мускавпа Ленинградри ҫар округӗсем, ҫӗршывӑн ҫӗнӗ субъекчӗсен территорийӗсенче ҫарсен ушкӑнӗсем тума хушнӑ.
Унсӑр пуҫне Тинӗс Ҫар флочӗн, сывлӑшпа космос вӑйӗсен тата стратегилле тӗллевлӗ ракетӑсен ҫарӗсен ҫапӑҫури хастарлӑхне вӑйлатӗҫ, - хушса хунӑ ведомствӑра.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов.