Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
19 Кӑрлач 2023, 20:00

Пушкӑртстанра купельсенче ҫӗр каҫа 13 пин ытла ҫын шыва кĕнĕ

"Башинформ" пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑрт Республикинче кӑҫал 99 купель йӗркеленӗ.

Пушкӑртстанра купельсенче ҫӗр каҫа 13 пин ытла ҫын шыва кĕнĕ
Пушкӑртстанра купельсенче ҫӗр каҫа 13 пин ытла ҫын шыва кĕнĕ

Январӗн 19-мӗшӗнче 8 сехете Пушкӑртстанра купельсенче 13 318 ҫын шыва кӗнӗ. Ҫакӑн пек даннӑйсем Раҫҫей МЧС регионти тӗп управленийӗ пĕлтернĕ.
"Инкек пулса иртнисене регистрацилемен. Граждансем ҫаплах килеҫҫӗ. Регистрациленӗ пур вырӑнсенче те Раҫҫей МЧС ӗҫченӗсен, республикӑри ҫӑлавҫӑсен, медиксен, полицисен, администраци представителӗсен дежурстви пурнӑҫланать", - пӗлтернӗ ведомство пресс-службинче.
Пӗлтӗр Крещени купелӗсене 17 пин ытла ӗненекен шыва кӗнӗ.
"Башинформ" пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑрт Республикинче кӑҫал 99 купель йӗркеленӗ.
https://www.bashinform.ru/news/social/2023-01-19/v-kupeli-bashkirii-okunulis-za-noch-bolee-13-tysyach-chelovek-3110723


Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑртри МЧС тӗп управленийӗн пресс-служби.

Пушкӑртстанра купельсенче ҫӗр каҫа 13 пин ытла ҫын шыва кĕнĕ
Пушкӑртстанра купельсенче ҫӗр каҫа 13 пин ытла ҫын шыва кĕнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: