+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Хушăлкари Иван манах ҫӑлкуҫӗ патне çулран ҫул халӑх пухӑнать. Ҫӑлкуҫ хӑйӗн сиплӗ енӗсемпе чапа тухнӑ. Пӗтӗм Раççейрен килеҫҫӗ теме пулать, кунта Челябинскран, Челнинчен, Свердловск облаҫӗнчен, Тутарстанран, Оренбургран нумай хӑнасене тӗл пулатӑн. 2023 ҫул пур рекордсене те ҫапса аркатнӑ, пĕр кун хушшинче ҫӑлкуҫ патĕнче 1000 ытла ҫын пулнă. Ҫӑлкуҫра пулса курас текенсен йышӗ кашни сехетрех ӳссе пынă.
Унта Хушăлкари ял тӑрӑхӗн волонтерӗсемпе администраци тӗрлӗ пылак апат-ҫимӗҫпе вӗри чей йĕркеленĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен "Вектор" центрĕн социаллă сетьри страницинчен.