

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин юнкун, январӗн 18-мӗшӗнче, 2023 ҫулта ҫӗршыври пур регионта та ача сачӗсенчи черетпе ҫивӗч ыйтӑва татса парасси ҫинчен пӗлтернӗ.
"Кӑҫал, ҫитес ҫул, тӗп-тӗрӗс, ҫак задачӑна пӗтӗм регионӗпех татса памалла: кӑмӑл тӑвакансен 100 проценчӗ хӑйсен ачисене ача садне, шкулчченхи ача-пӑча вӗренӳ учрежденийӗсене пама пултарччăр", - тенӗ вӑл Обухов заводӗнчи рабочисемпе тӗл пулнӑ чухне.
Патшалӑх Пуҫлӑхӗ палӑртнӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра ҫак ыйтӑва Раҫҫейӗн 64 регионӗнче 100% тивӗҫтернӗ.
https://iz.ru/1456545/2023-01-18/putin-prizval-reshit-problemu-nekhvatki-mest-v-detskikh-sadakh
Сӑнӳкерчӗкĕ: Новости РИА/Игорь Зарембо.