Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
23 Кӑрлач 2023, 12:05

Радий Хабиров Мелеузри пимокатсен ҫемйи ҫинчен каласа панӑ

Хӑйӗн бизнесне 90-мӗш ҫулсенче уҫнӑ.

Радий Хабиров Мелеузри пимокатсен ҫемйи ҫинчен каласа панӑ
Радий Хабиров Мелеузри пимокатсен ҫемйи ҫинчен каласа панӑ

Пушкӑртстан пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хӑйӗн ЖЗЛ Пушкăртстан рубрикинче соцсетьсенче хитре те питӗ меллӗ ҫӑматӑ туса кăларакан Наталья Быкован ҫемйи ҫинчен каласа панӑ.
XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Наталья Васильевнан аслашшӗпе асламӑшӗ ҫемье ӗҫне йӗркеленӗ. Пимокатнӑй цехра Наталья Быковӑн ашшӗ-амӑшӗ Василий Федоровичпа Мария Порфирьевна та ӗҫленӗ. Каярахпа вӑл хӑй те упӑшкипе ҫак ӗҫе тытӑннӑ. Хӑйӗн бизнесне 90-мӗш ҫулсенче уҫнӑ. Паян унта ҫулталӑкра 5 пин мӑшӑр ҫӑматӑ йӑвалакан ҫемье членӗсем пурте тенӗ пекех хутшӑнаҫҫӗ. Пахалӑхлӑ та илемлӗ продукцие нумай ыйтаççĕ – кӑҫат илме пӗтӗм республикипе Раҫҫейрен опытлӑ тавар илекенсем килеҫҫӗ.
2019 ҫулта Быковсен кинӗ Елена кӗҫҫерен тапочкӑсем тума пуҫланă. Вырӑнти администрацинчи "Предприниматель сехетне" хутшӑннӑ, бизнес уҫма 250 пин тенкӗ чухлӗ субсиди илнӗ. Паян унӑн мини-производстви те ӑнӑҫлӑ ӗҫлет.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-01-22/radiy-habirov-rasskazal-o-semie-pimokatov-iz-meleuza-3114647

 

Радий Хабиров Мелеузри пимокатсен ҫемйи ҫинчен каласа панӑ
Радий Хабиров Мелеузри пимокатсен ҫемйи ҫинчен каласа панӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: