Раҫҫей правительствин председателӗ Михаил Мишустин правительство регионсене 2023 ҫулта 30 миллиард тенкӗ, 2024 ҫулта вара - 100 миллиард тенкӗ шыв пӑрӑхӗсем, ӑшӑ тата канализаци ҫӗнӗ сечĕсем, хурансем тата ăшăпа тивӗҫтермелли ытти объектсем улӑштарма ярасси ҫинчен пӗлтернӗ. Кун пирки вице-премьерсемпе канашлура сӑмах пынӑ. Тивӗҫлӗ распоряжение правительство сайчӗ ҫинче пичетлесе кӑларнӑ.
Правительство 2021 ҫултанпа пурнӑҫлакан "Инфратытӑм менювĕ" федераци проекчӗн составне ҫывӑх вӑхӑтра укҫа-тенкӗ пулӑшӑвӗн ҫӗнӗ программи кӗрӗ. Инженери сечӗсене ҫӗнетме регионти влаҫсене "Территорисене аталантармалли фонд" халӑхпа право компанийӗ уйӑрса парӗҫ – ӑна ҫак пулӑшу программин операторӗ суйланӑ.
Михаил Мишустин кашни хулари тата поселокри Президент хушнипе граждансен хваттерӗсемпе ҫурчӗсем, промышленноҫ, социаллӑ объектсене ӑшӑпа та шывпа тивӗҫтермеллине палӑртнӑ. Ҫакӑнпа килӗшӳллӗн строительство отрасльне тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх аталанӑвӗн стратегине пурнӑҫланӑ шайра тӑвакан программа хатӗрленӗ. Укҫа-тенкӗ уйӑрмалли обязательнӑй услови регион бюджетӗнчен софинансласси пулса тӑрӗ.
https://www.bashinform.ru/news/economy/2023-01-23/v-2023-godu-regiony-poluchat-30-mlrd-rubley-na-obnovlenie-kommunalnoy-infrastruktury-3115441
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.