Тӑван ҫӗршывӑн чӑн-чӑн гражданинӗ тата патриочӗ пулни - Тӑван çӗршывпа мухтанни, патшалӑх законӗсене хисеплени, хӑйсен тивӗҫӗсене пурнӑҫлани, общество пурнӑҫӗнче хастар пулни, тӑван ҫӗршывӑн пуянлӑхне упраса ӳстерни пулать. Патриотизма вӗрентме юрамасть, ӑна ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани памалла. Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн "Хӑрушсӑрлӑх шкулӗ" тата "Туризм" пӗрлешӗвӗсем (педагог Ф.Р. Хасанов) ҫӗнтерӳ мемориалне тата Фатих Карим музей территорине юртан тасатас енӗпе субботник ирттернĕ. Ачасем мӗн иккенне лайăх ӑнланаҫҫӗ - ку вӑл вӑрҫӑ иртнӗ ӑру умӗнче, вӗсен паттӑрлӑхӗпе ҫирӗплӗхӗ умӗнче асран кайми парне. Ҫамрӑк ӑру мӑн аслашшӗсемпе мӑн асламӑшӗсене асӑнса пурӑнни ял пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшни.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн социаллă сетьри страницинчен.