Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
25 Кӑрлач 2023, 20:45

Пирӗн районшӑн хурлӑхлӑ хыпар

Хыпара район админитсраци пуçлахĕ Артур Зарипов хăйĕн телеграм-каналĕнче пĕлтернĕ.

Пирӗн районшӑн хурлӑхлӑ хыпар
Пирӗн районшӑн хурлӑхлӑ хыпар

Хыпара район админитсраци пуçлахĕ Артур Зарипов хăйĕн телеграм-каналĕнче пĕлтернĕ.
Украинӑра ятарлӑ ҫар операцийӗ пынӑ вӑхӑтра пирӗн ентеш, Кăрканти Хисамутдинов Ильнур Каримович вилнӗ. Вӑл вилни ҫинчен калакан информацие маларах пичетлесе кăларнăччĕ. Эпир ҫакна вӗҫне ҫитичченех ӗненмерӗмӗр, ку йӑнӑш е тӗрӗс мар информаци пулма пултарасса шантӑмӑр. Анчах, шел пулин те, ӗнер официаллӑ пӗлтерӳ килнӗ. Ҫитес кунсенче пирӗн геройпа сывпуллашмалла пулать. Ильнура хӑйĕн тӑван ҫӗршывӗнче Кăрканта пытарӗҫ. Митинг ирттермелли куна, вырӑна тата вӑхӑта хушма пӗлтерĕпĕр.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Артур Зариповăн социаллă сетьри страницинчен.

Пирӗн районшӑн хурлӑхлӑ хыпар
Пирӗн районшӑн хурлӑхлӑ хыпар
Пирӗн районшӑн хурлӑхлӑ хыпар
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: