Пушӑ консерв банки, картон, парафин е ӑвӑс — ҫакă пурте окопри е блиндаж ҫуртисем валли. Халӗ вӗсене пӗтӗм ҫӗршывӗпе доброволецсем тӑваҫҫӗ.
- Эпир те хӗрсемпе айккинче юлмарӑмӑр, эпир - ку Гульнара, Альбина тата Альфия. Блиндаж ҫурти икӗ сехетрен пуҫласа тӑватӑ сехетчен ҫунать — пурте банка калӑпӑшӗнчен килет. Вӑрманта ӑшӑнмалли ҫак меслете иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнченех пӗлеҫҫӗ, - çырать Альфия Уканеева. - Паян 40 штук блиндаж çурти турăмăр, 18-ин ăшне парафин ятăмăр, 22 -не тата ямалли юлчĕ.
Гофрлă картона спиральпе чӗркенсе банка ӑшне вырнаҫтармалла. Ҫакӑн хыҫҫӑн ун ӑшне шӑратнӑ парафин тултармалла. Унашкал çурта ҫинче шыв вӗретме, консервӑсене ӑшӑтма пулать.
#ВсеДляФронта
#БижбулякскийРайон
Сăнÿкерчĕкĕсем: Альфия Уканееван социаллă сетьри страницинчен.