

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Патшалӑх культура политикин никӗсӗсене улӑштарасси ҫинчен калакан указа алӑ пуснӑ. Документа право информацийӗн официаллӑ интернет-порталӗнче пичетленӗ.
Указра ҫапла каланӑ: "Раҫҫей халӑхне упраса хӑварас, Раҫҫей обществин пӗрлӗхӗ никӗсленнӗ хаклӑхӗсемпе принципӗсене сыхласа хӑварас, ҫӗршывăн социаллӑ патшалӑхӗ пек малалла аталантарас, ҫыннӑн прависемпе ирӗклӗхне гарантилекен, граждансен пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерес тӗллев РФ халӑхӗ умӗнче тӑрать.
Ҫакна Раҫҫейри граждан идентлӑхне Раҫҫейри йӑлана кӗнӗ ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене тӗпе хурса ҫынна йӗркеллӗн инвестицисем хывас тата ҫирӗплетес енӗпе кӑна тума пулать. Нумай пулмасть гуманитари кризисĕн хăрушлăхĕ куҫкӗретех палӑрнӑ. Ҫакӑ ҫӗршыва йӑлана кӗнӗ хаклӑхсене аркатассипе, пӗрлӗхе вӑйсӑрлатассипе, обществӑн ӑс-хакӑлпа культура шайне чакарассипе, агрессипе чӑтӑмсӑрлӑх ӳсессипе хӑратать".
https://www.bashinform.ru/news/politics/2023-01-25/vladimir-putin-vnes-popravki-v-osnovy-gosudarstvennoy-kulturnoy-politiki-3118957
Сӑнӳкерчӗкĕ: Новости РИА/Владимир Вяткин.