Учительсем-наставниксем - кирек мӗнле обществӑн никӗсӗ. Вӗрентекен хӑйӗн вĕренекенне мӗнле вӗрентет, вӗренекенӗ ҫавӑн пек пулать. Учителе ӗмӗр тӑршшӗпех уйрӑмах хисепленӗ. Пысӑк пурнӑҫа путевка панӑ хӑйӗн учительне ырӑ сӑмахпа аса илмен ҫын ҫӗр ҫинче те ҫук пуль.
Кӑҫалхи Педагогпа наставник çулне уҫни районти тӗп библиотекӑн вулав залӗнче иртнĕ. "Ҫамрӑк патриот" ҫамрӑксен клубӗн членӗсем кунта хӑйсен педагогӗсемпе тата вӗрентӳҫисемпе тӗл пулнă: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн ОБЖ преподавателĕпе Роман Владимирович Тиманкинпа, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗпе, " Мерчен" халӑх фольклор ансамблӗн ертӳҫипе, кӑтартуллӑ "Шурçăл" фольклор ансамблӗн ертӳҫипе Людмила Васильевна Романовапа, районти музей пӗрлешӗвӗн директорӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗпе, Фатих Карим преми лауреачӗпе Роза Гамзатовна Ивановапа. Вӗсемпе вĕсен ырӑ ӗҫӗсемшĕн тав тӑвас тесе тӗл пулнă.
Мероприятие эпиграфпа мероприяти пухӑннисене вӗрентекенсене каланӑ сӑмахсене илме пулать: "Эсир пире Ҫутӑ, Ырлӑх, пирӗн ӑша Ӑслӑ-Тӑн, Ыррин , Ӗмӗрлӗх вăрлăхне акатӑр. Ҫулталӑк уҫӑ, малашне те ырӑ, илӗртӳллӗ тӗлпулусемпе мероприятисем нумай-ха, ун чухне эпир вӗрентекенсемпе вӗрентекенсене ӑшӑ сӑмах калама пултаратпӑр".
#Годпедагогаинаставника
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри тӗп библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.