-7 °С
Пӗлӗтлӗ
Кистенлĕпуçĕнчи ял клубӗнчи "Тӗлӗнмелле лайӑх шкул ҫулӗсем " программине хутшӑнакансем интерактивлӑ викторина ыйтӑвӗсем ҫине хуравланă, шкул ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсем итленĕ, хӑйсен юратнӑ учителӗсене, пионера кĕнисене, галстук ҫыхнине аса илнĕ. 1940-80-мӗш ҫулсенчи учительсемпе вӗренекенсен раритетлӑ сӑнӳкерчӗкӗсене пӑхса тухнă, перо ручкине алла илсе, ӑна чернилпа пуҫса ҫыру ҫырма хӑтланса пӑхнă.
#Пушкинскаякарта
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕпуçĕнчи ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.