Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
30 Кӑрлач 2023, 20:33

Вӗренсе тухса кайнисен тӗлпулу каҫӗ

Шкулти туссен тӗлпулу каҫӗ январӗн юлашки эрнекунĕнче иртет.

Вӗренсе тухса кайнисен тӗлпулу каҫӗ
Вӗренсе тухса кайнисен тӗлпулу каҫӗ

Вӗренсе тухса кайнисен тӗлпулу каҫӗ яланхи йӑла-йӗркесенчен пӗри, вӑл нумай ҫул хушши пурӑнать. Шкулти туссен тӗлпулу каҫӗ январӗн юлашки эрнекунĕнче иртет. 2023 ҫулхи январӗн 27-мӗшӗнче каҫхине Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти педагогика коллективӗ, С.П. Федотов директор ертсе пынипе, унччен вӗренекенсем пулнӑ хӑнасене кӗтсе илнӗ.
Мӗн туртать-ха пире пурне те шкула? Каллех ачалӑха таврӑнас, юратнӑ учительсемпе тӗл пулас, шкулти туссене курас килни-ши?
Алӑк патӗнче вӗренсе тухса кайнисен регистрацине йӗркеленӗ. Уяв концерчӗн пуҫламӑшне 18.00 палӑртнӑ, анчах унччен чылай малтан хӑйсен учителӗсемпе пӗр класра вӗренекенӗсене курасшӑн пулнӑ ҫынсем пыма пуҫланӑ.
"Шкулти туссен тӗлпулу каҫӗ" вӗренсе тухса кайнисем ҫинчен презентацисем пӑхса пуҫланнă. Каҫхине шкул пурнӑҫӗнчи кадрсем вӗлтлетсе иртнĕ. Елена Ивановна сакӑр ҫулхи шкул ҫинчен каласа панă, ҫав ҫулсенчи кадрсене кӑтартнă. Хӑнасем хушшинче ҫав шкултан вӗренсе тухакансем те пулнӑ.
Каҫӑн чаплӑ пайӗ хыҫҫӑн хӑнасем шкул коридорӗсем тӑрӑх ҫӳренĕ, шкул музейне, хӑйсен класӗсене кĕрсе курнă, хӑйсен партисем хушшинче ларнă, класс ертÿçисемпе сывпуллашнă. Туйӑмсем нумаййи такамӑн та савӑнӑҫне, такамӑн та куҫҫульне ҫуратать. Чи кирли - сÿрĕк кăмăллă ҫынсем пулман. Шкул нумайӑшӗшӗн хӑй тӗллӗн пурӑнма старт площадки пулса тӑнă вӗт. Пирӗн шкултан вӗренсе тухакансем хушшинче тӗрлӗ професси ҫыннисем нумай.
Каç пӗр кӑлтӑксӑр, пуринчен ытла туслӑ та ӑшӑ лару-тăрура иртнӗ.
#бижбуляк2школа
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

 

Вӗренсе тухса кайнисен тӗлпулу каҫӗ
Вӗренсе тухса кайнисен тӗлпулу каҫӗ
Вӗренсе тухса кайнисен тӗлпулу каҫӗ
Вӗренсе тухса кайнисен тӗлпулу каҫӗ
Вӗренсе тухса кайнисен тӗлпулу каҫӗ
Вӗренсе тухса кайнисен тӗлпулу каҫӗ
Вӗренсе тухса кайнисен тӗлпулу каҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: