Радий Хабиров Пуҫлӑхăн указӗпе 2023 ҫул Пушкӑрт Республикинче Пĕчĕк Тӑван çӗршывшӑн усӑллӑ ĕҫсен çулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ. Мелевĕспуçĕнчи ял клубӗнче Пĕчĕк Тӑван çӗршывшӑн усӑллӑ ӗҫсен ҫулталӑкне уҫма, "Ял, санӑн ҫыннусем" ӑс-хакӑлпа тематика калаҫӑвĕ, пĕчĕк тӑван çӗршывшӑн усӑллӑ ӗҫсем ҫинчен ирттернӗ. Коллектив ертӳҫи А.А. Еремеева С.Г. Павловăн автобиографипе тата ӗҫӗсем ҫинчен каласа панă. С.Г. Павлов Пелепей хулинче ҫуралнӑ пулин те, унӑн тымарӗсем Мелевĕспуçĕнче. Ача чухне асламӑшӗ патӗнче хӑнара час-часах пулкаланӑ. Унӑн ӗҫӗсем ялпа нумай ҫыхӑннӑ, вӑл хӑйӗн картинисем ҫинче ҫутҫанталӑка, ҫуртсене ӳкерет. Тематика сехетне малашлӑх планӗсемпе вӗҫленӗ.
#годполезныхделдлямалойРодины2023
#Бижбулякскийрайон
#МалоМенеузовскийСельскийклуб
Сăнÿкерчĕкĕсем: Мелевĕспуçĕнчи ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.