Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
2 Нарӑсӑн 2023, 19:00

Ӑшӑ кӗҫҫе "пенка" вырӑнне: Пушкӑртстанра СВОна хутшӑнакансем валли ҫӑмран кавирсем тӑваҫҫӗ

Малтанхи 10 штук парти пухсанах, гумконвойпа кӗҫҫе "пенка" пирӗн боецсене ярса парĕç.

Ӑшӑ кӗҫҫе "пенка" вырӑнне: Пушкӑртстанра СВОна хутшӑнакансем валли ҫӑмран кавирсем тӑваҫҫӗ
Ӑшӑ кӗҫҫе "пенка" вырӑнне: Пушкӑртстанра СВОна хутшӑнакансем валли ҫӑмран кавирсем тӑваҫҫӗ

Хайбулла районӗнчи Малоарслангулово ялӗнче пурӑнакансем каҫсене телевизор умĕнче килте мар, вырӑнти Культура ҫуртӗнче ирттереҫҫӗ. Кӗҫҫе йăвалакан ăстасем боецсем валли ӑшӑ кавир тума шут тытнă. Вӗсен шухӑшне ял ҫыннисем ырланă, хӑйсен пысӑк тӳпине хывма пуҫланă: сурӑх ҫӑмӗ илсе килнĕ, ӑна сӳтме, таптарма пулӑшнă.
"Эпир тахҫанах кӗҫҫепе аппаланатпӑр, тапочкӑсемпе пукансем ҫине накидкӑсем хатӗрлетпӗр. Эпир хамӑр боецсене мӗнпе пулӑшма пултарасси ҫинчен калаҫса кайрӑмӑр. Пӗр салтакăн амăшĕ ывӑлĕ валли ӑшӑ кавир ыйтнине аса илтӗмӗр. Ҫавӑнпа та ӑна туса пӑхма шут тытрăмăр", - каласа панă "Башинформ" агентствӑна çав ялта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм Гульназ Сурина.
Ӑстаҫӑ каланӑ тӑрӑх, ҫӑм кавир – ҫар ҫыннисен туристсен "пенки" вырăнне лайӑх альтернатива. Кӗҫҫе изделийӗ ҫӑмӑл, ӑшша лайӑх тытать, нӳрӗке ирттерсе ямасть, ҫирӗп. Ăна хатӗрлес ӗҫ чылай йывӑр.
Малтанхи 10 штук парти пухсанах, гумконвойпа кӗҫҫе "пенка" пирӗн боецсене ярса парĕç.
https://www.bashinform.ru/news/svo/2023-02-01/teplyy-voylok-vmesto-penki-v-bashkirii-dlya-uchastnikov-svo-izgotavlivayut-kovriki-iz-shersti-3126263


Сӑнӳкерчӗкĕ: Г. Суринан харпăр хăй архивӗ.

 

 

Ӑшӑ кӗҫҫе "пенка" вырӑнне: Пушкӑртстанра СВОна хутшӑнакансем валли ҫӑмран кавирсем тӑваҫҫӗ
Ӑшӑ кӗҫҫе "пенка" вырӑнне: Пушкӑртстанра СВОна хутшӑнакансем валли ҫӑмран кавирсем тӑваҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: