Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
3 Нарӑсӑн 2023, 19:05

Кандрыкуль ялӗнче пурӑнакансем эрнекун эрех-сӑра сутма чарнӑ

Пӗрле спорт ӑмӑртӑвӗсем, культура мероприятийӗсем, субботниксем ирттереҫҫӗ, эрех-сӑрасӑр уявсене паллӑ тӑваҫҫӗ.

Кандрыкуль ялӗнче  пурӑнакансем эрнекун эрех-сӑра сутма чарнӑ
Кандрыкуль ялӗнче пурӑнакансем эрнекун эрех-сӑра сутма чарнӑ

Туймазă районӗнчи Кандрыкуль ялӗнче эрнекунсенче эрех сутмаҫҫӗ. Ҫакӑн пек йышӑнӑва вырӑнти халӑх тата предпринимательсем, лавкка хуçисем, йышӑннӑ. Пӗлтӗрхи декабрӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа халӑх пурӑнакан пунктӑн виҫӗ лавккинче те талӑк хушшинче эрех илме май ҫук.
Активистсем пуçарнă хыҫҫӑн ял ҫыннисем сывӑ пурнӑҫ йӗркине тахҫанах пӑхӑнаҫҫӗ. Пӗрле спорт ӑмӑртӑвӗсем, культура мероприятийӗсем, субботниксем ирттереҫҫӗ, эрех-сӑрасӑр уявсене паллӑ тӑваҫҫӗ. Сӑмах май, пĕлтĕр Кандрыкуль ҫыннисем республикӑри "Урӑ ял" конкурса хутшӑннӑ та финалистсем пулса тӑнӑ.
https://www.bashinform.ru/news/social/2023-02-01/zhiteli-odnogo-iz-sel-bashkirii-ogranichili-prodazhu-alkogolya-po-pyatnitsam-3126891


Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.

Кандрыкуль ялӗнче  пурӑнакансем эрнекун эрех-сӑра сутма чарнӑ
Кандрыкуль ялӗнче пурӑнакансем эрнекун эрех-сӑра сутма чарнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: