Февралӗн 1-мӗшӗнче Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта ҫамрӑксемпе ӗҫлес енӗпе специалист "Сталинградри ҫапӑҫу" урок ирттернӗ. Урок тӗллевӗ - Сталинградри ҫапӑҫу ҫинчен, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин тӗп пулӑмӗ ҫинчен ҫырнӑ пек, историллӗ асаилӗве упраса хӑварасси. Ачасем лекци итленĕ, унтан вӗренекенсем викторинӑра хӑйсен пӗлӗвӗсене кӑтартнă, урок вĕçĕнче пĕтĕмлетÿсем тунă.
Сталинград - ӑрусем асра тытмалли вырӑн. Пирӗн задача ҫак аслӑ историе малалла каласа парасси. Эпир паттӑрла ӗҫ тунине астӑватпӑр - геройсене асра тытни чӗрӗ!
#80летСталинградскойБитве
#ДеньВоинскойСлавы
#ВолонтерыПобеды
#Бижбуляк
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен "Вектор" центрĕн социаллă сетьри страницинчен.