Çутă çул
+29 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
4 Нарӑсӑн 2023, 13:00

Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсемпе лару иртнĕ

Муниципалитет районӗн Совечӗн отчетлӑ ларӑвӗ иртнӗ.

Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсемпе лару иртнĕ
Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсемпе лару иртнĕ

Муниципалитет районӗн Совечӗн отчетлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Мероприятие Канаш депутачӗсем, районти учрежденисемпе предприятисен ертӳҫисем, право сыхлав органӗсемпе общество пӗрлешӗвӗсен представителӗсем хутшӑннă. Çулталăкри ĕҫсем ҫинчен отчетлӑ докладпа Канаш председателӗ Юрий Павлов тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов тухса калаҫнă. Хӑйсен сӑмахӗсенче вӗсем 2022 ҫулхи пĕтĕмлетÿсем ҫинчен, экономикӑра тата социаллӑ сферӑра пулса иртекен ӗҫсем ҫинчен каласа панă, ҫавӑн пекех малашлӑх тӗллевӗсене палӑртнă. Сесси пĕтĕмлетĕвĕсем тӑрӑх депутат корпусӗ ӗҫе илнӗ докладсене йышӑннӑ.
Палӑртса хӑваратпӑр, сессие РФ Патшалӑх Депутачӗ Динар Гильмутдинов тата республика Пухӑвӗн депутачӗ Салават Харасов хутшӑннӑ.
Ҫак мероприяти альбомӗ: https://vk.com/album-172931042_291103723
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсемпе лару иртнĕ
Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсемпе лару иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: