Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
7 Нарӑсӑн 2023, 13:00

Пушкӑртстан регионсем хушшинче куçман пурлăха регистрациленӗ ӗҫсен калӑпӑшӗпе иккӗмӗш вырӑн йышӑннă

Ведомство ертӳҫи палӑртнӑ тӑрӑх, Пушкӑртстанӑн Реестрне электронлӑ форматпа заявлени яракан заявленисен тӳпи те ӳснӗ.

Пушкӑртстан регионсем хушшинче куçман пурлăха регистрациленӗ ӗҫсен калӑпӑшӗпе иккӗмӗш вырӑн йышӑннă
Пушкӑртстан регионсем хушшинче куçман пурлăха регистрациленӗ ӗҫсен калӑпӑшӗпе иккӗмӗш вырӑн йышӑннă

Кашни çул регистрациленӗ правасемпе, правасем чарнипе, объектсем йывӑрланнипе тата куçман пурлăх килӗшӳсемпе шута илсен 2022 ҫулта пирӗн республика Мускав облаҫӗ хыҫҫӑн иккĕмĕш вырӑн йышӑннă.
- Пурӗ 2022 ҫулта Реестр Управленийӗнче 1 млн та 800 пин ытла регистраци ӗҫӗсем пурнӑҫланӑ, ку кӑтартупа пирӗн регион РФ чи активлӑ субъекчӗсен шутне ҫирӗп кӗрет, - тенӗ Петр Клец.
Ҫавӑн пекех 2022 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх республикӑра кадастр учетне куҫман пурлăх объектсем лартмалли динамика 69 процент чухлӗ пысӑкланнӑ. Ҫак кӑтартупа Пушкӑртстан, 2021 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑхри пекех, РФ регионӗсем хушшинче вуннăмĕш вырӑн йышӑнать.
Ведомство ертӳҫи палӑртнӑ тӑрӑх, Пушкӑртстанӑн Реестрне электронлӑ форматпа заявлени яракан заявленисен тӳпи те ӳснӗ.
Малашнехи ӗҫӗн тӗп тӗллевӗсемпе республика Реестрӗн ертӳҫи электронлӑ заявленисен тӳпине ӳстернине тата "Анлӑ даннӑйсен наци тытӑмӗ" патшалӑх программин ытти тӗллевлӗ кӑтартӑвӗсене пурнӑҫланине палӑртнӑ. https://mgazeta.com/news/novosti/2023-02-06/bashkiriya-zanyala-vtoroe-mesto-sredi-regionov-po-ob-emu-registratsionnyh-deystviy-s-nedvizhimostyu-3132032

 

 

Пушкӑртстан регионсем хушшинче куçман пурлăха регистрациленӗ ӗҫсен калӑпӑшӗпе иккӗмӗш вырӑн йышӑннă
Пушкӑртстан регионсем хушшинче куçман пурлăха регистрациленӗ ӗҫсен калӑпӑшӗпе иккӗмӗш вырӑн йышӑннă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: