

"Ҫыхатӑп салтака" акци пӗтӗм Раҫҫейри хӗрарӑмсене пӗрлештернӗ: вӗсем пĕрле пухăнаççĕ те салтаксем валли нуски, алсиш, ҫӗлӗк çыхаççĕ. Ситек ял ҫыннисем те айккинче юлман. Вӗсем хушшинче ҫамрӑк хӗрсем те, пенсионерсем те. Ситексем февралӗн 23-мӗшĕ ячĕпе мунчала ҫыхма шутланă. Уй-хир условийӗсенче чи хӑвӑрт типекен мунчаласем - полипропиленран тунӑскерсем. Кун пек мунчалапа супӑнь питӗ лайӑх кӑпӑкланать, мунчали ачаш валли мар, боецсем ҫинчен тӗрлӗрен ăпăр-тапăра лайӑх сирсе ывӑтать + ӑшӑнан + массаж.
#МалоСедякскийСДК
#СвоихНеБросаем
#Акция
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекри культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.