Броня хӳтӗленӗ машинӑсем ятарлӑ çар операци зонинче ӗҫлеҫҫӗ, çăксене малти линие илсе пыма пулӑшаҫҫӗ, çар задачисене татса парас ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ.
Граждан автомобилĕсем вӑрҫӑ нушипе "Башнефтегеофизика" АО кĕçĕн предприятинче "Сервис-Мастер" ОООра ҫӗнетеҫҫӗ. Халӗ кунта миномет расчечӗ валли бортлă "Урал" тӑвас ӗҫ хӗрсе пырать.
Рабочисем грузовике йывӑр броня тӑхӑнтараҫҫӗ. Техникӑпа малти линире усӑ курма май пултӑр тесен, ăна туллин модернизаци тумалла. Машинӑна броня ӑшне "туптаҫҫӗ" ҫеҫ мар, кузова та вӑйлатаҫҫӗ. Кунта миномет расчечӗ вырнаҫать, вӑл машинӑран тӳрех пеме пултарать, ҫавӑнпа та вӑл чи малтан шанчӑклӑ пулмалла. Кун пек операцисем валли алӑпа ӗҫлемелли нумай, пуринчен ытла слесарьсен ӗҫӗсем кирлӗ.
Предприяти оборона предприятийӗ мар, компани нефтесервиспа геофизика техники тӑвассипе аппаланать, ҫавӑнпа проекта çĕнĕрен туса хатӗрлемелле пулнă. Чи кӑткӑсси - водителе хӳтӗлессине шута илсе, лайӑх обзорлӑ туса хӑварасси. Ҫавна пула конструкторсем хӳтӗлевпе маневрсем хушшинче баланс тупма пултарнӑ. Вунă миллиметрлӑ хурҫӑ обшивка пульӑсемпе осколоксенчен хӳтӗлеме пултарать.
Палӑртса хӑварар, ҫак проект – предприятин пуҫарӑвӗ. Хӑйсен автопаркӗнчи машинӑсемпе усӑ кураҫҫӗ, материалсене те хӑйсен шучӗпе туянаҫҫӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра калӑпӑшсене ӳстерме палӑртаҫҫӗ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-02-07/grazhdanskie-avtomobili-pod-voennye-nuzhdy-moderniziruyut-na-odnom-iz-predpriyatiy-bashkirii-3134071